Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хисеп ячӗсене ҫырасси (ОП)

Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.

52§. Йӗрке хисеп аффиксӗ яланах ҫемҫе вариантлӑ (-мӗш): ҫиччӗмӗш, вуннӑмӗш.
53§. 3-мӗш сӑпат аффиксӗ -шӗ хисеп ячӗсен тулли форми ҫумне хушӑнать: иккӗшӗ, виҫҫӗшӗ, улттӑшӗ, вуннӑшӗ. Хисеп ячӗ хытӑ хупӑ сасӑпа пӗтнӗ чух -ӑшӗ, ҫемҫе хупӑ сасӑпа пӗтнӗ чух -ӗшӗ хушӑнать: саккӑрӑшӗ, тӑххӑрӑшӗ, вӑтӑрӑшӗ, пиллӗкӗшӗ, ҫирӗмӗшӗ.
Камӑнлӑх падежӗнче — иккӗшӗн, виҫҫӗшӗн (иккӗшин, виҫҫӗшин мар), тӑваттӑмӗшӗн (тӑваттӑмӗшин мар).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-17 22:50:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4250 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем